Улатӑрти А.Н.Крылов академик ячӗллӗ 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑранӑ. Ҫак кун выпускниксем патне ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева килнӗ. Сумлӑ ҫак уява Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин та хутшӑннӑ.
11-мӗш класран вӗренсе тухакансем тата ытти классем уяв программине пуян хатӗрленӗ. Надежда Викторовна анлӑ ҫул ҫине тухакан яш-хӗре экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма, пулас профессие тӗрӗс суйлама суннӑ. Министр халӗ ытларах рабочи профессийӗсем кирлине, вӗсен сумӗ ӳснине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикинче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11-мӗш тата 9-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ.
Кӑҫал республикӑра 11-мӗш класран 6,6 пин яш-хӗр вӗренсе тухӗ, 9-мӗшӗнчен — 11,8 пин.
Шкулсенчи уяв вӑхӑтӗнче Шупашкарти пур шкулта та йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ. Йӑлтах — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Юлашки шӑнкӑрав мероприятине яланхи пекех вӗрентекенсем, вӗренекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, патшалӑхпа общество управленийӗн органӗсен ҫыннисем, организайисем хутшӑнӗҫ.
Уяв яш-хӗре савӑнӑҫ кӳрет паллах. Хӑшӗ-пӗрисем Атӑл леш енне те кайма палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн вӗсен лӑпланса ларма вӑхӑт пулмӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем пуҫланӗҫ. Чи малтан географи тата вырӑс литературин предмечӗсемпе ППЭ тытӗҫ. Экзамен тапхӑрӗ 19 куна тӑсӑлӗ.
Вунпӗрмӗшсен Юлашки шӑнкӑрав уявӗ шавласа иртсе кайрӗ. Паян акӑ вара, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче шкул пӗтерекенсем Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма партӑсем хушшине ларчӗҫ. Паян вӗсем хӑйсен пӗлӳ шайне вырӑс чӗлхи экзаменӗпе тӗрӗслӗҫ.
Вӗренӳ министертствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрлехи патшалӑх экзаменне кӑҫал пӗтӗмешле 8 367 ҫын тытать, вӗсенчен 127 колледж, техникум тата 431 пӗлтӗрхи ҫулсенчи вӗренсе тухаканӗсем. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма 43 пункт йӗркеленӗ, унта 2 893 ҫын ӗҫлет.
Раҫҫейре вара, Рособрнауки пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх экзаменне пурӗ 750 пин яхӑн ҫамрӑк тытать.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче республикӑра 7,5 пин ҫамрӑк хӑйсен чи пысӑк, пӗр енчен хурлӑхлӑ, тепӗр енчен савӑк уявне — Юлашки шӑнкӑрав кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак кун яланхи пекех вунпӗрмӗш класс ачисене саламлама республика правительство пайташӗсем, депутатсем, хула, район администраци пуҫлӑхӗсем, ашшӗ-амӑшӗ, ҫывӑх юлташсемпе тӑвансем килсе ҫитнӗ. Уява пӗтӗмӗшле республикӑра шкул ачисем лайӑхах ирттерсе янӑ. Вӗренсе тухакансем валли хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки шкул шӑнкӑрав ырӑ асаилӳсемпе ӗмӗрлӗхех асра юлӗ.
Юлашки шӑнкӑрав уявне палӑртнӑ хыҫҫӑн вунпӗрмӗш класс ачисем шкул пӗтернине пӗтӗмлетекен пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫитес тунтикун, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шкул пӗтерекенсем вырӑс чӗлхипе экзамен тытӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре шкул саккинчен тухса каякансем хӑйсен Юлашки шӑнӑрав кунне уявларӗҫ.
Кивӗ йӑла-йӗркепе хӗрсем шкул тум-тирне тӑхӑнчӗҫ, шурӑ бантсемпе ҫӳҫӗсене пуҫтарчӗҫ. Арҫын ачасем те уява костюм тӑхӑнса пычӗҫ.
Иртенпе Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗ умӗнче хӗрӳ тӑрмашу пычӗ. Шкул вӗренсе тухакансене саламлама ачасен ашшӗпе-амӑшӗсем, ҫывӑх тӑванӗсем, вӗрентекенсемпе шкул дирӗкторӗсем пуҫтарӑннӑ. Шкул сцени ҫинчен вӗрентекенсем шкул пӗтерекенсене ӑшӑ салам сӑмахӗсем каларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсен ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.
Шкул пӗтерекенсем те хӑйсен юррӑ-ташшипе уява илемлетрӗҫ, вӗсем те тӑван шкула, вӗрентекенсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Йӑла-йӗрке тӑрӑх шкул вӗренсе тухакансем тӳпене тӗрле-тӗслӗ сывлӑш шарӗсем вӗҫтерчӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав уява ирттернӗ хыҫҫӑн малалла шкул пӗтерекенсем валли йывӑр тапхӑр ҫитет — пӗрлехи патшалӑх экзаменне тӗрӗс-тӗкел тытасси. Такӑр ҫул сире, шкултан вӗренсе тухакансем!
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкултан кӑҫал ултӑ вӗренекен 9-мӗш класс пӗтерме хатӗрленет. Вӗсемшӗн паян юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.
Ачасем уяв тӗлне 5-9 классенче вӗреннӗ вӑхӑтри фотосенчен питӗ пысӑк фото-хаҫат хатӗрленӗ. Уява Роксана Хромовӑпа Татьяна Ефремова ертсе пычӗҫ. Тӑххӑрмӗшсене саламлама ашшӗ-амӑшӗ, район представителӗ Светлана Князькова, ял администраци пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова, вӗрентекенсем пухӑннӑ. Шкул директорӗ Вера Парикова тӑххӑрмӗшсене уяв ячӗпе саламланӑ май вӗсене экзамена кӗртнӗ приказпа паллаштарчӗ. Светлана Петровна районта, республикӑра иртнӗ олимпиадӑсенче, викторинӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене грамотӑсемпе дипломсем пачӗ. Класри кашни вӗренекенех, Ирина Сатлайкинӑн темиҫе те, грамота е диплом илме тивӗҫ пулчӗ. Светлана Григорьевна шкулти физкультура учительне администраци ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн парнепе тата Хисеп грамотипе чысларӗ.
Тӑххӑрмӗшсене пуҫламӑш класра вӗренекенсем сӑвӑ-юрӑпа саламларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе Светлана Соловьева сӑмах каларӗ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма пиллерӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗш Шалти ӗҫсен министерстви юлашки шӑнкӑрав уяв тӗлнелле йышӑну кӑларнӑ. Ку йышӑнупа килешӳллӗн ҫу уйӑхӗн 24–25-мӗш кунсем хушшинче шкул вӗренсе тухакансен хӑрушсӑрлӑхне 130 полици ӗҫченӗсем сыхлама палӑртнӑ.
— Ҫак кунсенче 62 хула шкулӗсем юлашки шӑнкӑрав кунне халаласа тӗрлӗ мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Шкул пӗтерекенсен йышлӑ пуҫтарӑннӑ вырӑнӗсенче, уйрӑмах хула кӳлмекӗнче сыхлав ӗҫне полици ӗҫченӗсем тата кинологсем йытӑсемпе ирттереҫҫӗ. Пӗлтерхи сӑнавсене асра тытса кӑҫал йӗркене самай пысни пулмасса шансах тӑратпӑр, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн ШӖМ пресс-ҫыруҫи Наталья Венедиктова.
Ҫав хушӑрах ҫу вӗҫӗпе ҫӗртме уйӑхсенче хулари Аслӑ пӗлӳ паракан 24 учрежденийӗсенче 13 пин вӗренсе тухакан алла диплом илеҫҫӗ.
Юлашки шӑнкӑрав кунӗ шкул пӗтерекенсем валли яланах чуна пӑлхатакан, салхуллӑ самант. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 24–25-мӗш кунсенче республика шкулӗсем юлашки шӑнкӑрав кунне уявлаҫҫӗ.
Асӑннӑ кунсенче Шупашкарта хӑйсен юлашки шкул шӑнкӑравне 6 992 вӗренекен илтӗҫ. Вӗсенчен вунпӗрмӗш класс пӗтерекесем — 2 773 вӗренекен тата 9 класс ачисем, вӗсен шучӗ — 3 919.
Яланхилле шкулсенче уяв линейки иртӗ. Шкул вӗренсе тухакансене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн элчисем тата хула, муниципалитет администрацийӗсем саламлӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав кунне хӑш-пӗр вӗренекенсем Хусана, Йошкар-Олана, Шупашкара эксурсийӗ кайма кӑмӑл тунӑ. Ятарлӑ шӑнкӑрав уявне халаланӑ мероприятийӗсем Николаев паркӗнче тата Лакрей вӑрманӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 11-мӗш классенчен 115 яшпа хӗр вӗренсе тухать. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, юнкун, вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.
Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче акӑ ку мероприятине халалланӑ уяв вӗренӲ учрежденийӗн ҫурчӗ умӗнчи лапамра театрализациленӗ мелпе иртрӗ. Чӑваш Республикин Гимнӗ янӑранӑ май вӗренӲпе спортра тата общество ӗҫӗнче малта пыракан А. Васильев, Д. Марков, А. Илларионов, В. Журавлев тата А. Пантелеймонов ялав ҫӗклерӗҫ.
Выпускниксене Г.И. Юлмасова директор, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров, вӗрентӳре ӗҫлекенсен профсоюз райкомӗн председателӗ Г.И. Николаева, Красноармейскинчи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ М.П. Прохоров, «Вольник» спортклуб директорӗ А.Н. Григорьев, пӗрремӗш класра вӗренекенсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ В.С. Антонова, ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Н.Г. Пантелеймонов саламларӗҫ, умри экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма сунчӗҫ.
Вальс ташланӑ хыҫҫӑн йӗс шӑнкӑрав сассипе вун пӗрмӗшсем юлашки урока ларчӗҫ.
Райцентрти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан иккӗмӗш вӑтам шкулта та вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ линейка иртрӗ, юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |